Шупашкарта регионсен пӗрлехи «Ҫӗрулми-2012» куравӗ вӗҫленнӗ. Кӑҫалхипе 4-мӗш хут йӗркеленӗ ӑна. Хӗл кунӗнче иртнӗ пулин те, унта халӑх питӗ йышлӑн хутшӑннӑ. Икӗ кун хушшинче куравра Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен тата ют ҫӗршывсенчен 9 пин ытла специалист пулса курнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫӗрулми туса илес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе паллашас, «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тата техника сутакансемпе ҫыхӑнусем йӗркелес тӗллевпе ҫитнӗ.
6 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 74 компани хӑйӗн продукцийӗпе паллаштарнӑ: ҫӗрулми вӑрлӑхӗпе пӗрлех кунта ҫӗр сухаламалли, шӑвармалли хатӗрсем, им-ҫам, ӳсентӑрансене хӳтӗлемелли япаласем, теплицӑсем тата ытти те. Курма килекенсемшӗн интересли нумай пулнӑ. Уйрӑмах ҫынсем паха вӑрлӑхпа кӑсӑкланнӑ. Ӑна вара суйламалӑх та пулнӑ — Раҫҫейре, Голландире, Беларуҫре кӑларнӑ сортсем патӗнчен халӑх татӑлман. Кама мӗнли килӗшет ҫавӑн пеккине тупма пултарнӑ — пиҫсен ирӗлсе каяканни, хытӑраххи, хӑварт пулаканни, каярах кӑлармалли тата ытти те.
Курав вӑхӑтӗнчех ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫӗрулми туса илес ӗҫри лару-тӑрӑва тишкернӗ тата унӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ.
<p>Вӑрнар районӗнчи 230 ҫын ытла пӗлтӗр хӑйсен ӗҫне уҫма май паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ — кун пирки Вӑрнар районӗн сайчӗ пӗлтерет.</p>
<p>Ҫӗнӗ Кипекре пурӑнакан Фадеева Галина Аркадьевнӑ та фермер пулса тӑрас тенӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх Галина Аркадьевна ҫамрӑклах упӑшкасӑр юлнӑ — мӑшӑрӗ 26 ҫултах ҫӗре кӗнӗ. Пулас фермер малтан Кӗҫӗн Кипекри совхозра ӗҫленӗ, вӑл салансан вара — ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, икӗ ачапа. Вӑрнара ҫул инҫе — ӗҫ тупсан та пӗтӗм укҫи унта кайса ҫӳреме тухса кайнӑ пулӗччӗ тесе шутлать Галина. Ҫапла вара хӑйӗн ӗҫне уҫас шухӑш ҫуралнӑ.</p>
<p>Паянхи кун ун хуҫалӑхӗнче 3 ӗне (шултра мӑйракаллӑ пуҫ пӗтӗмӗшле 6), кашни кун 40 литр сӗт сутать. Ҫуркунне выльӑх шучӗ ӳсессе шанать Галина Аркадьевна.</p>
Шупашкар районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене район пуҫлӑхӗ Ҫӗнӗ Ҫул умӗн парне турӗ — ҫӗр сертификачӗсемпе тивӗҫтерчӗ. Пурӗ 22 ҫемье.
Сертификатсене Виктор Михайлов хӑй алла тыттарчӗ — пурне те ҫӗнӗ ҫулта ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, пурнӑҫлама пуҫланӑ ӗҫе ӑнӑҫуллӑ вӗҫлеме, кил-йышра — ырлӑхпа килӗшӳлӗх сунчӗ.
Ҫӗр сертификачӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт лартма тата тӗрлӗ ҫимӗҫ акса ҫитӗнтерме параҫҫӗ. Шупашкар районӗ пушӑ ҫӗрсемпе пуян маррине шута илсен ку парне ҫак ҫемьесемшӗн чӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх вӑрлакансене тытса чарнӑ. Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ушкӑнӗ республикӑри 7 районта пурӑнакнасене сӑтӑр тунӑ. Ҫулла мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышлӑ ҫухалма пуҫланӑ. Преступленисем пӗр евӗрлӗ пулса иртнӗ. Вӑрӑсем ҫул хӗррипе е ял айккинче кӑкарнӑ ӗнесене кӑвак тӗслӗ «Газель» ҫине тиесе кайнӑ. Икӗ уйӑх шырав ирттерсен полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Октябрь вӗҫӗнче Красноармейски районӗнче 24-25 ҫулхи каччӑсене ӗнесем вӑрланӑ вӑхӑтра тытнӑ. Хурахсем — Канаш ҫыннисем пулнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ выльӑхсене хӑй патне илсе ҫитернӗ те кайран услам тума сутнӑ. Ҫамрӑксем ҫапла майпа сахалтан та 12 хут вӑрра тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ опретивниксем. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫакӑн евӗр ытти преступленисене хутшӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи паллӑ фермер Василий Семенов 2009 ҫултанпа купӑста фестивальне ирттерет. Малтан ӑна Карач ял тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ, унтан вӑл Куславкка хулине куҫнӑ, республика шайне ҫитнӗ.
Кредит илсе пысӑк стройка пуҫланӑран Василий Николаевич уяв тума кӑҫаллӑха тӑхтас, ӑна ҫитес ҫула куҫарас тӗллевлӗччӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Чӑваш Енри филиалӗ вара вӑй-халне шеллемен фермера пулӑшма шухӑшларӗ. Ҫапла май вара кӑҫалхи фестиваль Шупашкарта иртрӗ.
Василий Николаевичӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла аталантарса банк пархатарлӑ ӗҫ турӗ. Халӑх йӑлине манӑҫтарманни ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса купӑста тӳсе йӳҫӗтесси ӗлӗкех пулнӑ, вӑл чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Чӑваш кирек мӗнле ӗҫе те пӗччен-иккӗн мар, йышпа (нимелле) пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа ывӑннине туйман, ӗҫӗ те ӑннӑ. Хамӑр ҫитӗнтернӗ экологи енчен таса пахча ҫимӗҫе йӑран ҫинченех йӳнӗпе сутни мӗн усси? Ӑна вырӑнта тирпейлесе хӗл каҫипе тупӑшлӑ вырнаҫтарни лайӑхрах.
Ҫанталӑк уяртса ячӗ те уй-хир культурисене пухса кӗртес ӗҫ хӑвӑртланчӗ. Вӑрнар районне илсен «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 91,5 процент кӑларнӑ. «Мураты», «Агрохмель», «Кольцовка», «Гвардеец» ял хуҫалӑх организацийӗсен ҫӗрулми пуссинче те паян-ыран ӗҫ вӗҫленмелле. Аграрисен ҫӗрулмин вӑтам тухӑҫӗ 192 центнер. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче кӑтарту пысӑкрах. «Санары» агрофирмӑра ҫӗрулмине кашни гектартан вӑтамран 300 центнер, «Знамя» кооперативра – 250 центнер пухса илнӗ.
Кӗрхи ҫӗртме сухи те пӗтмен-ха. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫе ял хуҫалӑх организацийӗсем 85 процент (9500 гектар) пурнӑҫланӑ. Чи пысӑк кӑтарту Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн хушма хуҫалӑхӗнче: кӗрхи ҫӗртмене 2250 гектар тунӑ. «Кӑҫал ҫӗр хатӗрлеме кӑткӑс. Мӗн тӑвӑн, ҫанталӑкран иртеймӗн. Ҫапах та хресчен пархатарлӑ тивӗҫе пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Ҫӗр кӑкри ҫӑкӑр парать-ҫке», — терӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче тимлекен Валерий Филиппов механизатор.
Пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерессипе ҫулленех «Санары» агрофирма, Михаил Тарасов фермер хуҫалӑхӗ тӗллевлӗ тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть республикӑра «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Малтанхи кунсенчех унта 200 тонна яхӑн ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫ сутнӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче йӗркеленӗ суту-илӳ лаптӑкӗсенче 9 миллион та 747 пин тенкӗлӗх пахча-ҫимӗҫ сутнӑ. Ҫынсем хӗл каҫмалӑх ҫӗрулми, сухан, купӑста, ытти пахча-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккасенче консервланӑ ҫимӗҫ, пыл, ҫӑмарта, йывӑҫ тӗмӗсем, ҫырла, тырӑ сутаҫҫӗ. «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасене уйрӑм хуҫалӑхсемсӗр пуҫне Муркашри чӑх-чӗп фабрики, Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал тухӑҫ пӗлтӗрхипе танлаштарсан аванраххине кура пахча-ҫимӗҫ те йӳнӗрех. Тӗслӗхрен, 1 кило
• ҫӗр улми — 6-9 тенкӗ;
• сухан — 10-18 тенкӗ;
• кишӗр — 8-12 тенкӗ;
• купӑста — 5-8 тенкӗ тӑрать.
Тутарстан ҫӗр ӗҫченӗсем 1572,5 пин гектар ҫинчи пӗрчӗллӗ тӗш-тырра ҫанталӑк пӑсӑличчен пухса кӗртме ӗлкӗрчӗҫ. Кун пирки «Сувар» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.
Тырӑ йышӑнакан пунктсене 333,8 пин тонна ыраш, 645,76 пин тонна тулӑ, 308 пин тонна урпа, 11 пин тонна сӗлӗ, 9,4 пин тонна пӑрҫа ӑсатнӑ. Кашни гектара тивекен вӑтам тухӑҫ 32,5 центнер. Шел те, рапса типӗ ҫанталӑкра йӑлтах пухса кӗртме май килмен, унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 55 процентӗнче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Элӗк районӗнче пулнӑ.
Чи малтанах Элӗкри «Новый путь» (Ҫӗнӗ ҫул) хуҫалӑх ӗҫӗпе паллашнӑ. Ӗҫлес енӗпе ҫак пӗрлешӳ республика шайӗнче те, районта та малтисен ретӗнче шутланса тӑрать. Ҫӗнетӳсем те ҫук мар вӗсен. Сӑмахран, Юлӑш ферминче ҫу туса кӑларма май паракан тавар фермине хута яма шутлаҫҫӗ — унта 200 пуҫа яхӑн ӗне вырнаҫайӗ. Паянхи кун унта хӗрӳ ӗҫҫи пырать — ҫанталӑка пӑхмасӑр кашни кунпа туллин усӑ курса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи тӑкаксене кура хуҫалӑхра выльӑх апатне ик-виҫ ҫуллӑха хатӗрленӗ. 180 пуҫ выльӑх усрамалли пӑрусен фермине те ҫӗнӗрен хӑйсен укҫи-тенкипе ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Малалли ҫула тухас умӗн Чӑваш Ен Элтепӗрӗ ял ӗҫченӗсене тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунмасӑр хӑварма пултараймарӗ.
Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев Йӑлкӑш шкулне ҫитсен хӑнасем шкула кайма вӑхӑт ҫитмен ачасемпе калаҫу ирттернӗ. Пепке пахчи ертӳҫи Альбина Егорова ушкӑна 20 ача ҫӳрени пирки пӗлтернӗ. Йӑлкӑш шкулне вара ултӑ ялтан пурӗ 60 ача ҫӳрет.
Вӑрнар районӗнчи Малтикас Шӗкӗр ялӗ ҫумӗнче икӗ ферма тума тытӑннӑ — вӗсенче пурӗ 1000 ӗне вырнаҫма пултарӗ. Вӗсене иккӗшне 40 ӗне харӑс сума май паракан пӳлӗм пӗрлештерсе тӑрӗ.
Хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ — пӗрремӗш пайне кӑҫалах, чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтерсе хута ярасшӑн. 2012 ҫулта пӗтӗм ӗҫе вӗҫлемелле. Хальхи вӑхӑта илес пулсан никӗсне ярса пӗтернӗ, тимӗр кӑшкарне хатӗрлеҫҫӗ. Фермӑсене туса ҫитерсенех хуҫалӑх ӑратлӑ ӗнесем туянма палӑртать.
Хуралтӑсен пӗтӗмӗшле хакӗ 177 миллион тенкӗпе танлашать.
Пӗр пин ӗне вырнаҫтарма юрӑхлӑ ҫӗнӗ фермӑсене илес пулсан — республикӑра ку виҫҫӗмӗш пулӗ. Пӗри Тӑвай районӗнче ӗҫлет, иккӗмӗшне Муркашра хӑпартаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерстви шаннӑ тӑрӑх кунашкал хуҫалӑхсем республикӑра сӗт суса илессине самай пысӑклатма пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |